уроженцы Красноармейского района
Аттай (Терентьев) Марк Сергеевич
(20.04.1905-1942)


Аттай (Терентьев) Марк Сергеевич

Аттай (Терентьев) Марк Сергеевич (20.04.1905-1942)

Сӑвӑҫӑ, журналист, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗ.

1905 ҫулхи ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче) хальхи Красноармейски районӗнчи Ҫӗньял Упире вӑтам хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

Марк Сергеевич Аттай (Терентьев) 1913-1917 ҫулсенче Янкасри пуҫламӑш шкулта, 1917-1919 ҫулсенче Упири ултӑ ҫул вӗренмелли шкулта вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн, ашшӗпе амӑшӗ вӑхӑтсӑр вилнӗ пирки, 1926 ҫулчченех килте ӗҫлесе пурӑннӑ. Ялта вӑл хастар комсомолец шутланнӑ, пионер отрядӗнче темиҫе ҫул вожатӑйра ӗҫленӗ. 1926 ҫулта М. Аттай Шупашкара куҫнӑ: малтан типографире рабочи, кайран корректор пулнӑ, 1930-1932 ҫулсенче Шупашкарти рабфакра вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн темиҫе ҫул Канаш районӗнчи ялсенче тулли мар вӑтам шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ. 1936 ҫулта Ҫӗпӗре куҫса кайнӑ, унта вӑл вӑрҫӑ пуҫланичченех тӗрлӗ шкулсенче ӗҫленӗ.

Поэтӑн чи лайӑх юптаравӗсемпе такмакӗсем "Хӗрлӗ сӑнӑ" (Н. Евдокимовпа пӗрле кӑларнӑ, 1929) тата "Ҫамрӑк хунав" (1932) кӗнекесенче пичетленнӗ.

М. Аттай Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фронта тухса кайнӑ, унтах 1942 ҫулта паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ.

Марк Аттай // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 163.