уроженцы Цивильского района
Павлов Федор Павлович
(25.09.1892-02.06.1931)


Павлов Федор Павлович: фото

Павлов Федор Павлович (25.09.1892-02.06.1931)

Сӑвӑҫ, композитор, драматург, дирижер, фольклорист, культурӑпа ҫутӗҫ ӗҫченӗ, Чӑваш наци хорӗн йӗркелӳҫи.

1892 ҫулта авӑн уйӑхӗн 13 (25)-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи (халӗ Ҫӗрпӳ районӗ) Патӑрьелӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

Федор Павлович Павлов 1901-1904 ҫулсенче ялти шкулта, ун хыҫҫӑн Иккассинчи икӗ класлӑ шкулта вӗреннӗ. 1907-1911 ҫулсенче Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. Вӗренсе тухсан ӑна ҫав шкултах музыка вӗрентме хӑварнӑ. Икӗ ҫултан вӑл Чӗмпӗрти тӗн семинарине вӗренме кӗнӗ.

1916 ҫултанпа шкулта, суд ӗҫӗнче, ҫутӗҫ учрежденийӗсенче ӗҫленӗ, уйрӑмах тӑван музыкӑпа драматургие аталантарас тӗлӗшпе нумай вӑй хунӑ. Чӑваш хорне йӗркелесе янӑ, музыка шкулне уҫас ӗҫе хутшӑннӑ. Вӑл чӑваш хорӗн дирижерӗ, музыка шкулӗн преподавателӗ пулнӑ. 1930 ҫулта Ленинградри Н.А. Римский-Корсаков ячӗллӗ патшалӑх консерваторине вӗренме кӗнӗ.

Ф. Павлов литература ӗҫне 1910 ҫул тӗлнелле тытӑннӑ. Малтанхи тапхӑрта вӑл ытларах чӑвашла тата вырӑсла лирикӑлла сӑвӑсем ҫырнӑ, Октябрь революцийӗ умӗн пьесӑсем ҫырма пуҫланӑ.

Туберкулез чирне пула 1931 ҫулта Сочи хулинче вилнӗ.