уроженцы Яльчикского района
Федорова Любовь Михайловна
(20.03.1952)


Федорова Л.М.

Федорова Любовь Михайловна (20.03.1952).

Чӑваш поэтесси, Раҫҫей Федерацийӗн писательсӗн союзӗн членӗ (1994), Эмин ячӗллӗ чӑваш наци премийӗн лауреачӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ.

1952 ҫулхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Энтепе ялӗнче ҫуралнӑ.

Ялти тулли мар, Патӑрьелӗнчи вӑтам шкулсене пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче истрипе филологи факультетӗнче вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Тӗмӗр, Аслӑ Пӑла Тимеш, Эннтепе шкулӗсенче тӑван чӗлхепе литература вӗрентне. Каярахпа тӗп хулари 23-мӗш шкулта вӑй хунӑ, "Пике" журнал редакцийӗнче тӑрӑшнӑ. 20 ҫул ытла Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ гимназире ачасене чӑваш чӗлхипе литература вӗрентет.

Вӑл "Йӳҫӗ пыл", "Ҫичӗ хӗлӗхлӗ чӗлхе", "Пӗлӳ ҫӑкӑр ыйтмасть" кӗнекесен авторӗ.