уроженцы Ядринского района
Чиндыков Борис Борисович
(01.08.1960)


Чиндыков Борис Борисович: фото

Чиндыков Борис Борисович (01.08.1960).

Чӑваш писателӗ, СССР писательсен Союзӗн членӗ (1990), Марфа Трубина премийӗн лауреачӗ (1988), литературӑпа искусство енӗпе Чӑваш патшалӑх премин лауреачӗ (1994).

1960 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Палтай салинче ҫуралнӑ.

И. Н. Ульянов ячӗллӗ Литература институтне пӗтернӗ. "Молодой коммунист" хаҫатра, Чӑваш АССРӗн писательсен союзӗнче, "Тӑван Атӑл" журнал редакцийӗнче, Чӑваш Республикин Аслӑ Канашӗнче, "Лик Чувашии" журналӑн тӗп редакторӗнче, Мускаври тӗрлӗ фирмӑра ӗҫленӗ. Халӗ Чӑӑш патшалӑх университетӗнче вӑй хурать.

Вӑл ытларах пьесӑсем, калавсемпе повеҫсем, критика статйисем ҫырса палӑрнӑ. Унӑн нумай сӑввине юрра хывнӑ. Паллӑрах кӗнекесем: "Чӳк уйӑхӗ", "Hotel Chuvashia", "Ҫур ҫӗр хыҫҫӑнхи апатлану", "Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли", "Тухса кайиччен", "Урасмет" тата ыттите.