уроженцы Красноармейского района
Ефимов (Тусли) Георгий Леонидович
(17.07.1947)


Ефимов (Тусли) Георгий Леонидович: фото

Тусли (Ефимов) Георгий Леонидович (17.07.1947).

Журналист, ҫыравҫӑ, Н. Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ (1993), Раҫҫей журналисчӗсен союзӗн членӗ (1994).

1947 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Пайсупин ялӗнче ҫуралнӑ.

Г. Тусли шкул хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт тӑван ялӗнчи клубра ӗҫленӗ, унтан пурнӑҫӗн пысӑк пайне районта тухса тӑракан "Ял пурнӑҫӗ" хаҫатпа ҫыхӑнтарнӑ, литература сотрудникӗ, аслӑ корреспондент, ҫыру пайӗн ертӳҫи, социаллӑ ыйтусен пайӗн редакторӗ пулса тӑрӑшнӑ. 1976-1980 ҫулсенче Чулхулара партин аслӑ шкулӗнче ятарлӑ пӗлӳ илсен ӑна парти комитечӗн секретарӗ, каярах районти культура пайӗн пуҫлӑхӗ пулма шаннӑ. Культурӑпа искусствӑна, литературӑна хаклакансен Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗ йӗркеленсен ӑна пилӗк ҫул ертсе пынӑ. 2010 ҫултанпа – Красноармейски районӗн ветеранӗсен канашӗн председателӗ.

"Ватлӑхри чир", "Ултутти", "Ҫатракассинелле утатпӑр" повеҫсен авторӗ.