уроженцы Цивильского района
Вишневская Клавдия Ивановна
(05.09.1955)


Вишневская Клавдия Ивановна: фото

Вишневская Клавдия Ивановна (05.09.1955)

Поэт, куҫаруҫӑ, журналист, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (2004), Раҫҫей Федерацийӗн журналистсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1993), Раҫҫей Федерацийӗн писательсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1995).

1955 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Шанар ялӗнче ҫуралнӑ.

К. Вишневская Чатукассинчи вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Шупашкарти энергетика техникумӗнче пӗлу илнӗ. Вӗреннӗ вӑхӑтра "Электроприбор" заводра рабочи, кайран мастер пулса ӗҫленӗ. И.И. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ, Чӑваш радиовещанипе телевидени комитетӗнче, Шупашкар районӗнчи "Тӑван ен" хаҫатра ӗҫленӗ.

Литература ӗҫне 1985 ҫулта пуҫӑннӑ. Унӑн паллӑрах кӗнекисем: "Асанне юррисем", "Тасалӑх пур ҫӗн ӗмӗрсен", "Вӑйли пулмӗ чунӑмран", "Тӑм шӑхлич", "Тише, мыши", "Ҫырла тусӗсем", "Каҫхи урам" т. ыт. те.

Клавдия Вишневская // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 555.