уроженцы Мариинско-Посадского района
Ефремов Георгий Осипович
(25.05.1912-15.05.1991)


Ефремов Г. О. - доцент. 1968 г. // ГИА ЧР. Фотоколлекция, №4059.

Ефремов Георгий Осипович (25.05.1912-15.05.1991)

Писатель, педагогика наукисен кандидачӗ (1954), доцент (1955), Чӑваш АССР шкулӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ (1971), СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1985).

1912 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 12 (25)-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шанарпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.

Георгий Осипович Ефремов 1921 ҫултан пуҫласа 1931 ҫулччен пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче, Шупашкарти педтехникумра вӗреннӗ, ун хыҫҫӑн Шупашкар районӗнчи Апашра колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗнче вӗрентнӗ. 1933 ҫулта ӑна Кӳкеҫри вӑтам шкула ӗҫлеме куҫарнӑ. 1934 ҫулта Чӑваш патшалӑх пединститучӗн физикӑпа математика факультетне вӗренме кӗнӗ. 1941 ҫулта ӑна ҫара илеҫҫӗ. Вӑрҫӑ вӗҫленичченех ҫар ретӗнче тӑнӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин II степеньлӗ орденӗпе, икӗ хутчен Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, нумай медальпе наградӑланӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл Чӑваш АССР ҫут ӗҫ министрӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ. Унтан преподаватель ӗҫне куҫнӑ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче математика кафедрин доценчӗ, ҫав кафедрӑн пуҫлӑхӗ, проректор пулнӑ. Ҫирӗме яхӑн наука ӗҫӗ пичетленӗ. Ӑна икӗ хутчен хула Канашне депутата суйланӑ.

Писатель 1991 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

Паллӑрах кӗнекисем: "Улшӑннӑ ҫанталӑк" (1950), "Тимӗр тыткӑнран" (1969), "Сӗр тӗнӗлӗ" (1989); вырӑсла – "Из железного плена" (1985).