уроженцы Батыревского района
Тенюшев Иван Яковлевич
(19.01.1923-14.02.2016)


Тенюшев Иван Яковлевич: фото

Тенюшев Иван Яковлевич (19.01.1923-14.02.2016).

Журналист, ҫыравҫӑ, СССР журналистсен Союзӗн членӗ (1962), истори наукисен кандидачӗ (1981), республикӑри журналистсен премийӗсен лауреачӗ. С. В.Элкер (1987), Н. В.Никольский (2009), А. Талвира (1992) премийӗсен лауреачӗ, Раҫҫей Федерацийӗн писательсен Союзӗн членӗ (1993), Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1998), профессор (2009), Чӑваш патшалӑх И. Н. Ульянов ячӗллӗ университечӗн тава тивӗҫлӗ профессорӗ (2011), Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер.

1923 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче ҫуралнӑ.

1939-мӗш ҫулта Патӑръел педагогика училищине пӗтерет. 1939-1940 - мӗш ҫулсенче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш пуҫламӑш шкулӗнче, 1940-1942- мӗш ҫулсенче Шӑмалакри 7-ҫул вӗренмелли шкулта вӗрентнӗ. Хӗрлӗ Ҫара 1942 ҫулта кайнӑ. Виҫӗ хут аманнӑ. Хастар ҫапӑҫнӑшӑн Конев И.С. маршалтан тав сӑмахӗ илтнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ вырӑнта ӗҫленӗ: Патӑръел район хаҫачӗн яваплӑ секретарӗ, "Молодой коммунист" хаҫат редакторӗ, ССКП Чӑваш обкомӗн пичет, телекурав тата радиокалаҫу секторӗн пуҫлӑхӗ. 1951-1955- мӗш ҫулсенче Чӑваш педагогика институтӗнче («Русский язык и литература») вӗренет. 1962 -1964- мӗш ҫулсенче Мускаври Аслӑ парти шкулӗнче журналистика факультетӗнче вӗренет. 1963 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче чӑваш журналисчӗсене хатӗрлеме тытӑннӑ. Истори ӑслӑхӗсен кандидачӗ, доцент, ӑслӑлӑх енӗпе декан ҫумӗ, литература тӳрлетӗвӗпе стилистика кафедрин пуҫлӑхӗ пулнӑ. Вуннӑ ҫул хушши Чӑваш республикин пӗрлӗх корреспонденчӗсен университетне ертсе пынӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче нумай ҫул хушши вӑрҫӑ ветеранӗсен пӗрлешӗвне ертсе пынӑ.

Литератуа ӗҫне И. Тенюшев 1958 ҫулта очерксемпе калавсенчен пуҫланӑ. Вырӑс ҫыравҫисен кӗнекисене чӑвашла куҫарнӑ: К. Наджми "Вешние ветры", Л. Толстого "Детство. Отрочество. Юность", Н. Котыша "Чайка". 10 ытла кӗнекен авторӗ: "Ҫыхман ҫапӑ- шӑпӑр мар", "Юратусӑр пурнӑҫ ҫук", "Вӗсем виҫҫӗн ҫеҫ юлчӗҫ", "Йӑпӑр-йӑпӑр шӑванка тата кӑлтӑр-кӑлтӑр кульӑк" тата ыттте. Журналистика историйӗ, теорийӗ тата практики енӗпе вунӑ ытла кӗнеке пичетленӗ: "Чӑваш АССРӗнчи ялкорсен массӑллӑ рейчӗсем", Чӑваш публицистикипе журналистикин аталану тапхӑрӗсем, "Литература тӗрӗслевӗ", "Чӑвашсен малтанхи публицисчӗсем".

Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1-мӗш шайри орденӗ, "300 лет российской прессы" асӑнмалли паллӑ. Чӑваш республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1998). Вучах хаҫатӑн Алексей Талвир парни (1992). Журалистсен Ҫ. Элекр премийӗн лауреачӗ (1987).

2016 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.