уроженцы Комсомольского района
Турхан (Сергеев) Кузьма Сергеевич
(08.10.1915-29.05.1988)


Турхан К. С.

Турхан (Сергеев) Кузьма Сергеевич (08.10.1915-29.05.1988)

Ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ, К. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ (1977), СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗнӗн членӗ (1952).

Комсомольски районӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче 1915 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ача ҫуртӗнче ӳснӗ.

Кузьма Турхан (Кузьма Сергеевич Сергеев) 1934 ҫулта Канашра педтехникум пӗтернӗ. Ялти шкулта учительте ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтрах Ленинградри В.В. Боровский ячӗллӗ институтра журналистикӑна вӗреннӗ. Тепӗр ҫулах ӑна ЧАССР Совнаркомӗ ҫумӗнчи Радиоинформаци комитетне ӗҫлеме куҫарнӑ. 1937-1940 ҫулсенче ҫарта пулнӑ. Финн вӑрҫине хутшӑннӑ. Тӗрлӗ ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗнче, Чӑвашглавлит пуҫлӑхӗнче, Писательсен пӗрлешӗвӗн консультантӗнче ӗҫленӗ. 1949 ҫултанпа писатель ӗҫӗпе кӑна пурӑннӑ.

Кузьма Турхан чӑваш литературинче пысӑк калӑплӑ произведенисемпе палӑрнӑ. Вӑл вырӑс классикӗсен кӗнекисене чӑвашла куҫарас тӗлӗшпе те тимлесе ӗҫленӗ.

Паллӑрах кӗнекисем: "Атакӑра" (1941), "Йӑмраллӑ ял" (1951), "Сӗве Атӑла юхса кӗрет" 3 кӗнекеллӗ роман (1960, 1967, 1976; 1994); вырӑсла – "Свияга впадает в Волгу" (1985).

Литературӑри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн ӑна "Хисеп Палли" орденпа наградӑланӑ, Чӑваш АССРӗн К.В. Иванов ячӗпе хисепленекен Патшалӑх премине панӑ (1976). Аслӑ Ҫӗнтерӳ 40 ҫул тултарнӑ ятпа Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин II степеньлӗ орденне панӑ.

Писатель 1988 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вилнӗ.