уроженцы Ядринского района
Орлов Федот Никитич
(19.02.1913-13.02.1988)


Орлов Федот Никитич

Орлов Федот Никитич (1913-1988).

Летчик, полковник, советсемпе финнсен, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑ. Совет Союзӗн Паттӑрӗ, Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1978).

Вӑл 1913 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнч Чӑваш Енӗн Етӗрне районӗн Кӗҫӗн Ямаш ялӗнче ҫуралнӑ.

1932 ҫулта Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете илнӗ. Ф. Орловаа 1935 мӗш ҫулта Ейск ҫар авиаци летчикӗсен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Николай Гастелло ушкӑнне илнӗ, Китайра япони милитарисчӗсемпе ҫапӑҫнӑ, 1939-1940 ҫулсенчи Совет финлянди вӑрҫинче 1941 ҫултанпа-йывӑр бомбардировщиксен отрячӗн командирӗ. Вӑрҫӑ тапхӑрӗнче ҫӗрле 144 ҫапӑҫу вӗҫнӗ, кӑнтӑрла 500 ытла вӗҫнӗ. Совет Союзӗн Геройӗ ятне 1942 ҫул июлӗн 21-мӗшӗнче панӑ, вӑрҫӑ Хыҫҫӑн ВВС-ра службӑна малалла тӑснӑ, уйрӑм авиаполком командирӗ пулнӑ. 1958 ҫултанпа полковник Ф. Орлов запасра, унтан отставкӑра. Шупашкарти аэропортра турттармалли пайӑн начальникӗнче, унтан Шупашкарти электроаппарат заводӗнче мастерта ӗҫленӗ.

Кӗнеке авторӗ: "Юрататӑп тӑван ҫӗршыва", "Огненные рейсы", "Голубой двойки", "Месть "Голубой двойки".

Ф. Н. Орлов ятне Чӑваш Республикин Ӗҫпе Паттӑрлӑх хисеп Кӗнекине ҫырса хунӑ (1978), Ленин орденӗ, Хӗрлӗ Ялав орденӗ (иккӗ), Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин 1-мӗш степеньлӗ орденӗ (иккӗ), Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ, медальсемпе наградӑланӑ.

1988 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.