уроженцы Ядринского района
Агаков Леонид Яковлевич
(18.04.1910-16.10.1977)


Агаков Леонид Яковлевич: фото

Агаков Леонид Яковлевич (18.04.1910-16.10.1977).

Ҫыравҫӑ, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1939), прозаик, драматург, сатирик, театр критикӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх писателӗ (1974), М. Сеспель ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ (1967)

Хусан кӗпернинчи Етӗрне уесне кӗрекен Ҫуткасси ялӗнче (халӗ Етӗрне районӗ) 1910 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче учитель кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

Агаков Леонид Яковлевич Етӗрнери педагогика техникумӗнче, Театр искусствин патшалӑх институтӗнче вӗреннӗ. Шупашкарта "Канаш" (хальхи "Коммунизм ялавӗ) хаҫат редакцинче ӗҫленӗ (1929), Сав ҫулах "Хатӗр пул" журналта яваплӑ секретарь, Чӑваш кӗнеке издательствинче редактор, Чӑваш АССР Совнаркомӗ ҫумӗнчи искусство ӗҫӗсен управленийӗн инспекторӗ пулнӑ, Шупашкарта теат техникумӗнче вӗрентнӗ. 1939-1940 ҫулсенче финн вӑрҫине хутшӑннӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче стрелковӑй рота командирӗ, дивизи хаҫачӗн сотрудникӗ пулнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ, 1950-1952 ҫулсенче Чӑваш АССР писателӗсен союзӗн правленийӗн председателӗ, 1962-1965 ҫулсенче "Тӑван Атӑл" альманахӑн тӗп редакторӗ пулса ӗҫленӗ.

Леонид Агаков литература ӗҫне 20-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче тытӑннӑ. 1928 ҫулта "Ҫамрӑк хресчен" хаҫатра "Ҫивӗччи" ятлӑ калав, ҫав ҫулхинчех унӑн "Канаш" хаҫатра "Тумхахлӑ ҫул" калав тухнӑ. Унтанпа Л. Агаков 40 ытла кӗнеке кӑларнӑ, вӗсем хушшинче повеҫсемпе калавсем те, пьесӑсемпе фельетонсем те, тӗрлӗрен статьясем те пур. Паллӑрах кӗнекесем: "Вӑрҫӑ ачисем", "Вӗтлӗхри отряд", "Пӗрре ҫуркунне", "Салтак ачисем", "Чи хакли", "Ылтӑн вӑчӑра", "Этем телейӗ", "Юманлӑхра ҫапла пулнӑ", "Бруствер ҫинчи чечексем", "Шанчӑк", "Вӑрттӑн упӑшка" тата ыттите.

Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе тата медальсемпе, литературӑри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн ӑна Чӑваш АССРӗн искуствисен тава тивӗҫлӗ деятелӗ ятне, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗпе хисепленекен Патшалӑх премине панӑ (1968).

Писатель 1977 ҫулхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вилнӗ.