уроженцы Моргаушского района
Михайлов (Яндуш) Спиридон Михайлович
(28.12.1821-27.01.1861)


Михайлов (Яндуш) Спиридон Михайлович: фото

Михайлов (Янтуш) Спиридон Михайлович (28.12.1821-27.01.1861)

Чӑвашсен пӗрремӗш историк-ӑсчахӗ, этнограф, географ, фольклорист, Раҫҫейри географи обществин член-сотрудникӗ (1854), Хусанти статистика комитечӗн член-корреспонденчӗ (1856).

1821 ҫулхи раштав уйӑхӗн 16 (28)-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Чикме уесӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗнче (халӗ Чӑваш Республикинчи Муркаш районне кӗрет) хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

Спиридон Михайлов сакӑр ҫула ҫитсен ашшӗ ӑна, хут вӗрентес шутпа, Чикмене Михеев хуҫа патне илсе кайнӑ. Анчах пулас писателӗн ытларах хӑй тӗллӗн вӗренме тивнӗ, мӗншӗн тесен Михеев ӑна тарҫӑ вырӑнне кӑна тытнӑ.

С. Михайлов тӗрлӗ ҫулсенче Етӗрне уесӗнчи Мӑн Шетмӗре тата ытти вулӑс кантурӗсенче ӗҫленӗ. 1842 ҫултан пуҫласа мӗн виличченех Чикмери земство судӗнче тӑлмачра тӑнӑ.

С. Михайлов литературӑпа публицистика ӗҫне 1851 ҫулта пуҫӑннӑ. Ытларах вӑл историпе этнографи очеркӗсем ҫырнӑ, вӗсене хаҫатсемпе журналсенче пичетлесе тӑнӑ. 1854 ҫулта Вырас географи обществин членне суйланӑ. 1859 ҫулта ҫак общество писателе кӗмӗл медаль парса чыс тунӑ. Историпе этнографи очеркӗсемсӗр пуҫне илемлӗ очерксем, калавсемпе диалогсем те ҫырнӑ. Вӑл хайланӑ литература произведенийӗсенчен чи малтан "Чее кушак", "Хваттер хуҫипе калаҫни", "Телейсӗр ывӑл" калавсене, "Хусан кӗпӗрнинчи чӑвашсем Хусанта – Державин палӑкӗ умӗнче" очерксене асӑнмалла.

С. Михайлов (Янтуш) – чӑваш литературине йӗркелесе ҫитерсе реализм еннелле малтанласа анлӑ ҫул хываканӗ.

Вӑл 1861 ҫулхи кӑрлач уйахӗн 15 (27)-мӗшӗнче Чикме хулинче ҫӗре кӗнӗ.

Спиридон Михайлов (Янтуш) // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 36.