уроженцы Цивильского района
Петров Василий Петрович
(25.11.1939)


Петров Василий Петрович

Петров Василий Петрович (25.11.1939)

Ҫыравҫӑ, журналист, СССР Писателӗсен союзӗн членӗ (1979), Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1990), Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1998), Раҫҫей журналисчӗсен пӗрлешӗвӗн премийӗн лауреачӗ (1993).

1939 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Энӗшкасси Катек ялӗнче ҫуралнӑ.

Василий Петрович Петров вӑтам шкултан, Шупашкарти техника училищинчен вӗренсе тухнӑ, Казахстанра тӗрлӗ стройкӑсенче ӗҫленӗ. Совет Ҫарӗнчен таврӑнсан Уралти патшалӑх университетӗнче журналистика факультетне пӗтернӗ. Чылай хушӑ республикӑри хаҫат-журнал редакцийӗсенче вӑй хунӑ.

Малтанхи произведенийӗсем 1962 ҫулта "Пионер сасси" хаҫатра пичетленнӗ. Ҫыравҫӑ пултарулӑхӗнче уйрӑмах нимпе те палӑрман, "пӗчӗк" ҫынсен пурнӑҫне витӗр пӗлсе сӑнлама пӗлни уҫҫӑн сисӗнсе тӑрать.

В. Петров 1979 ҫултанпа СССР Писателӗсен пӗрлешӗвӗн, халӗ Раҫҫей Писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ. Паллӑрах кӗнекисем: "Пӗр шухӑш-кӑмӑлпа" (1973), "Ӳссен эсӗ кам пулан?" (1976), "Чун ӑшши" (1976), "Салтак сӑн ӳкерчӗкӗ" (1979), "Кӗрхи тӑман" (1982), "Хӑнасем" (1985), "Инкеклӗ сунар" (1987), "Венчет ҫӗрри" (2003); вырӑсла – "Осенняя метель" (1986), "Кугамай" (1987).

Ӑна Раҫҫей Журналисчӗсен пӗрлешӗвӗн премине (1993), "Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" (1990) тата "Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" (1998) хисеплӗ ятсем панӑ.