уроженцы Чебоксарского района
Алагер (Осипов) Василий Осипович
(05.01.1906-17.01.1988)


Фото

Алагер (Осипов) Василий Осипович (05.01.1906-17.01.1988)

Поэт, прозаик, драматург, журналист, куҫаруҫӑ, литература критикӗ, Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1981), СССР Писательсен союзӗн членӗ (1949), Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗ.

1906 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Шупашкар районе кӗрекен Тосинкасси ялӗнче ҫуралнӑ.

В. Алагер малтан Тракри (халӗ Красноармейски районӗ) пуҫламӑш шкулта икӗ ҫул вӗреннӗ, ун хыҫҫӑн Крентейкассинчи пуҫламӑш шкула куҫнӑ, унтан 1916 ҫулта вӗренсе тухнӑ. 1917-1922 ҫулсенче Ҫӗрпӳрири икӗ сыпӑклӑ шкулта вӗреннӗ.

Пӗрремӗш сӑвви 1926 ҫулта "Сунтал" журналӑн ҫу уйӑхӗнчи номерте пичетленсе тухнӑ. 1926 ҫулта Шупашкара куҫнӑ: республикӑри хаҫат-журнал редакцийӗсемпе кӗнеке издательствинче ӗҫлекенсен профсоюз комитечӗн техника секретарӗ, ҫав вӑхӑтрах пичетре ӗҫлекенсен секцийӗн республикӑри бюровӗн секретарӗ пулса ӗҫленӗ. 1927 ҫулта ӑна хаҫат-журнал редакцийӗсемпе кӗнеке издательствинче ӗҫлекенсен профсоюз комитечӗн яваплӑ секретарӗ пулма суйланӑ, каярахпа темиҫе ҫул хушши ҫав комитетӑн председателӗ пулнӑ. 1929-1932 ҫулсенче литература ӗҫӗпе пурӑннӑ. 1933-1938 ҫулсенче – "Сунтал" журнал редакцийӗн яваплӑ секретарӗ, 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 1942 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен – Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ. 1936-1938 ҫулсенче Горькинчи педагогика институтӗнчен куҫӑмсӑр майпа вӗренсе тухнӑ тата ҫав майпах Мускаври педагогика институчӗн ют чӗлхесен факультетне пӗтернӗ.

1942 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Малтан вӑл ахаль салтак пулса ҫапӑҫнӑ, кайран ӑна 254 стрелковӑй дивизири "За Советскую Родину" хаҫат редакцине куҫарнӑ, ун хыҫҫӑн литература сотрудникӗ тата редактор ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче Польша, Румыни, Германи, Чехословаки ҫӗрӗсем тӑрӑх утса тухнӑ.

1946 ҫулта каллех "Ялав" журнал редакцийӗн яваплӑ секретарӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ, 1950 ҫулта – Чӑваш кӗнеке издательствин редакторне уйӑрса лартнӑ. 1952-1955 ҫулсенче Чӑваш ҫыравҫисен Союзӗн правленийӗн яваплӑ секретарӗ, кайран темиҫе ҫул хушши литература консультанчӗ пулса ӗҫленӗ.

В. Алагер хӑйӗн критикӑллӑ статйисене 1963 ҫулта "Тӑван литература пирки" ятлӑ уйрӑм кӗнеке туса кӑларнӑ. А. Чеховӑн, Л. Толстойӑн, Н. Гоголӗн, А. Пушкинӑн, Н. Чернышевскин, В. Белинскин, М. Шолоховӑн, С. Михалковӑн хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.

Тӗп кӑларӑмсем: "Икӗ юлташ", "Кахал", "Пирӗн кушак", "Ҫул юппинче", "На перепутье" т. ыт. те.

Хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин II степеньлӗ орденӗпе, "Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн" тата "1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн" медальсемпе наградӑланӑ. Чӑваш АССР Верховнӑй Совет Президиумӗ, КПСС обкомӗ тата Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ икӗ хутчен Хисеп грамотипе наградӑланӑ.

1988 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.