уроженцы Вурнарского района
Шыпчык (Толмасов) Спиридон Павлович
(28.12.1897-25.11.1954)


Шыпчык (Толмасов) Спиридон Павлович: фото

Шӑпчӑк Спиридон Павлович (Толмасов) (28.12.1897-25.11.1954)

Писатель, сатирик, журналист, куҫаруҫӑ, Граждан вӑрҫине хутшӑнаканӗ, СССР писателӗсен союзӗн членӗ (1934).

1897 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Етӗрне уесӗнчи Ҫӗпрел ялӗнче ҫуралнӑ (халӗ Чӑваш Республикин Вӑрнар районӗ).

Ҫӗпритун Шӑпчӑк 1911 ҫулта хӑйсен ялӗнчи пуҫламӑш, Эртемӗнкассинчи икӗ класлӑ шкулсенчен вӗренсе тухнӑ. 1913-1916 ҫулсенче вулӑс правленийӗнче ҫыруҫӑра ӗҫленӗ. 1916 ҫулта Ҫ. Шӑпчӑка ҫара илнӗ. Салтакра фельдшерсен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1919-1920 ҫулсенче – ялти учитель, 1922-1923 ҫулсенче – Уравӑш вулӑсӗнчи ҫутӗҫ пайӗн заведующийӗ. Каярахпа Хӗрлӗ Чутай районӗнчи хаҫат редакторӗ пулнӑ, унтан Вӑрмар районӗнчи Хирпуҫӗнчи медицина пунктӗнче ӗҫленӗ.

Сӑвӑсем, юптарусем, фельетонсем, сатирӑлла пӗчӗк калавсемпе ("Чӗлхесӗр Петӗр", 1940) пьесӑсем тата очерксем ("Фосфорит", 1930) ҫырнӑ. 1992 ҫулта унӑн "Кулӑш кустӑрми" кӗнеки тухнӑ.

Ҫ. Шӑпчӑк 1954 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тӑван ялӗнче вилнӗ.