уроженцы Шемуршинского района
Угарин Николай Васильевич
(08.06.1963)


Угарин Николай Васильевич: фото

Угарин Николай Васильевич (08.06.1963)

Драматург, Раҫҫей писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1994), Бараев-Сӗркке ячӗллӗ преми лауреачӗ (1995), Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2007).

1963 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Пӑчӑрлӑ Пашьел ялӗнче ҫуралнӑ.

Николай Васильевич Угарин Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ (1980-1985). Чӗмпӗрте "Искра" завод филиалӗнче ӗҫленӗ чух драма кружокӗ йӗркелесе ярса пьесӑсем лартнӑ, ҫав шутра вырӑсларан куҫарса та. 1990 ҫултанпа Шӑмӑршӑри халӑх театрӗн режиссерӗ тата художник-постановщик пулса ӗҫлет.

1992 ҫулта "Иртни те таврӑнать (Ҫӑлтӑрсем вӑййа тухсан)" лирикӑлла драма ҫырать. 1993 ҫулта "Юнланнӑ пӗркенчӗк (Ма кӗске-ши яш ӗмӗр?)" драма сцена ҫине тухать. Республикӑри театр сценисем ҫинче тӗрлӗ ҫулсенче унӑн тата "Тӗпсӗр сӑпкари ача сасси", "Пулаймарӑм эп сан мӑшӑру", "Салтак юратӑвӗ", "Чечек ӑшӗнчи ҫурт", "Ах, кӑйкӑрӑм", "Ма тӗл пултӑм-ши сана?", "Ҫӑлтӑрсем вӑййа тухсан", "Мӑнкун умӗн", "Туй пулать-и, пулмасть-и?" драмисене тата "Савнӑ кин" камитне лартнӑ. "Юнланнӑ пӗркенчӗк" драмӑна 1993 тата 2013 ҫулсенче ҫармӑсла тата тутарла куҫарса наци театрӗсен сценисем ҫинче лартнӑ. "Юнланнӑ пӗркенчӗк", "Ах, кӑйкӑрӑм", "Мӑнкун умӗн", "Улька инкен виҫӗ кинӗ", "Туй пулать-и, пулмасть-и?" пьесисем тӑрӑх илемлӗ фильмсем ӳкернӗ.

Победитель республиканского фестиваля "Узорчатый занавес" в номинации "Лучший драматург года" (2004).