уроженцы Козловского района
Мранька (Мораньков) Никифор Федорович
(22.06.1901-20.02.1973)


фото

Мранька Никифор Федорович (Мораньков) (09.06.1901-20.02.1973)

Прозаик, драматург, киносценарист, Октябрь революцине, Граждан тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫисене хутшӑнаканӗ, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1939).

1901 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӑн 9-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Куславкка районне кӗрекен Пилешкассинче ҫуралнӑ.

Пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухнӑ, ун хыҫҫӑн Хусанта икӗ ҫул хушши тӗрлӗ ӗҫре ӗҫленӗ, кайран Атӑл ҫинче матрос тата грузчик пулса ҫӳренӗ. Граждан вӑрҫи ҫулӗсенче, алла пӑшал тытса, Колчака хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. Каярахпа чылай ҫул хушши ял Совет ӗҫтӑвкомӗн председателӗ, Чӑваш АССР Тӗпӗҫтӑвкомӗн инструкторӗ тата Чӑваш АССР Ҫӗрӗҫ халӑх комиссариачӗн ҫӗрӗҫ комиссийӗн инструкторӗ пулнӑ.

1930 ҫулта ӑна сценари ҫырма вӗренме пӗр ҫуллӑх курса янӑ. 1933-1938 ҫулсенче – чӑваш кинохроникин директорӗ. 1940 ҫулта Куславкка райхаҫачӗн редакторне лартнӑ. 1942-1945 ҫулсенче ҫарта хӗсметре тӑнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче "Ҫӗршыв чӗнет", "Юншӑн юн" пьесӑсем ҫырнӑ. Унтан таврӑннӑ хыҫҫӑн темиҫе ҫул хушши Куславккара парти райкомӗн пропагандӑпа агитаци пайӗн, каярахпа культура пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.

Паллӑ прозаик, драматург. 1928 ҫулта "Элнет" ятлӑ драма ҫырнӑ, ӑна ҫав ҫулах Шупашкарта лартса панӑ. Никифор Мранькан тӗп кӗнеки – нумай томлӑ "Ӗмӗр сакки сарлака" роман.

Тӗп кӑларӑмсем: "Аван пурӑнатпӑр", "Бурлаксем", "Ӗмӗр сакки сарлака" т. ыт. те.

Илемлӗ литературӑна аталантарас ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн Чӑваш АССР Верховнӑй Совет Президиумӗ Хисеп грамотипе наградӑланӑ.

1973 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ, Куславкка хулинче пытарнӑ.