уроженцы Канашского района
Кольцов (Кольцов Кестюк) Константин Михайлович
(23.05.1916-11.05.1943)


Кольцов Константин Михайлович (Кольцов Кестюк): фото

Кольцов (Кольцов Кестюк) Константин Михайлович (23.05.1916-11.05.1943).

Поэт, публицист, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1962), Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗ.

1916 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Канаш районӗнчи Анат Сурӑм ялӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

Ялти колхоз ҫамрӑксен шкульне пӗтернӗ хыҫҫӑн "Коммунизмшӑн" тата "Ҫамрӑк коммунист" хаҫатсен редакцийӗнче ӗҫленӗ. 1937-1940 ҫулсенче ҫарта пулнӑ, Тӑван ҫӗршыв чиккине хуралланӑ. Ҫартан таврӑннӑ хыҫҫӑн вӑл Шупашкарта "Ҫамрӑк большевик" редакцинче ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ пуҫлансан салтак шинелӗ тӑхӑннӑ. Ҫар училищи пӗтернӗ, ун хыҫҫӑн взвод тата рота командирӗ пулса Карели фронтӗнче ҫапӑҫнӑ. 1942 ҫулта ӑна батальон штабне ертсе пыма уйӑрса лартнӑ.

Литература ӗҫне 1930-мӗш ҫулсен варринче пуҫҫӑннӑ, ҫамрӑксен чун-чӗрине, салтак пурнӑҫне сӑнласа пама кӑмӑланӑ. Паллӑрах кӗнекесем: "Сӑвӑсем", "Фронтра".

У1943 ҫулта аманнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫу уйӑхӗн 11- мӗшӗнче ҫар госпиталӗнче вилсе каять.