уроженцы Комсомольского района
Дмитриев (Шашкар) Василий Зиновьевич
(28.05.1937-13.10.2006)


Дмитриев В.З.

Дмитриев-Шашкар Василий Зиновьевич (28.05.1937-13.10.2006)

Поэт, куҫаруҫӑ, публицист, А. Талвир ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Республикин Музыка обществин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1992), Раҫҫей журналисчӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ.

1937 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче ҫуралнӑ.

В. Дмитриев-Шашкар Владимир облаҫӗнчи Вязники хулинче ӗҫ ҫамрӑкӗсен шкулне тата кӑмакаҫӑсен курсне пӗтернӗ. Шупашкарти халӑх пултарулӑх ҫурчӗ ҫумӗнчи театр студийӗнче вӗреннӗ, Мускаври халӑх искусствин университетне пӗтернӗ (музыка тата эстрада режиссурин факультечӗ).

Вӑрман касакан, строитель, пушар сӳнтерекен пулса ӗҫленӗ. Республикӑри колхоз театрӗнче, Красноярск крайӗнче, Томск облаҫӗнче, Чӑваш республикинче Комсомольски, Патӑрьел, Шупашкар, Куславкка район хаҫачӗсен редакцийӗсенче вӑй хунӑ. Унсӑр пуҫне тӗрлӗ организацире администратор, культработник, инструктор, матрос, участок мастерӗ, уполномоченнӑй пулнӑ.

Пӗрремӗш сӑвви 1955 ҫулта "Ялав" журналта пичетленсе тухнӑ. Нумай сӑввине юрра хывнӑ. "Сӳнми телей" (1959), "Вӑрманти сасӑ" (1960), "Тулли уйӑх ҫаппа-ҫарамас" (1992), "Чунтан савсан" (1993) кӗнекесен авторӗ. 1992 ҫултанпа Чӑваш писателӗсен пӗрлешӗвӗнче тӑнӑ.

2006 ҫулхи юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ишлей поселокӗнче вилнӗ.