уроженцы Аликовского района
Терентьев Юрий Петрович
(13.09.1961-25.12.1995)


Терентьев Юрий Петрович: фото

Терентьев Юрий Петрович (13.09.1961-25.12.1995)

Прозаик, сатирик-юморист, журналист, СССР журналисчӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1988), СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1991).

1961 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Исванкӑ ялӗнче ҫуралнӑ.

Юрий Петрович Терентьев вӑтам шкул пӗтерсен, 1978 ҫулта, Элӗк районӗнчи "Ленин ҫулӗпе" (халӗ "Пурнӑҫ ҫулӗпе") хаҫат редакцийӗнче корректорта, ун хыҫҫӑн хӑй ҫуралнӑ ялтах клуб ертӳҫинче ӗҫленӗ. 1979-1981 ҫулсенче ҫар службинче пулнӑ. 1982-1987 ҫулсенче М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Пӗр хушӑ Ставропольти "Молодой коммунист" ятлӑ ҫамрӑксен хаҫатӗнче вӑй хунӑ.

1988 ҫулта вӑл Чӑваш ене таврӑннӑ. Элӗк районӗнчи "Ленин ҫулӗпе" хаҫатра ӗҫленӗ. Ҫав ҫулах Шупашкара куҫса килнӗ, "Капкӑн" журналта ӗҫлеме тытӑннӑ: пай редакторӗ, аслӑ редактор, литература пайӗн ертӳҫи, тӗп редактор ҫумӗ пулнӑ.

Юрий Терентьев "Кремль сакки сарлака", "Чечек ҫыххи", "Коррида, самурайсем тата анӑҫран тухнӑ хӗвел", "Ҫурхи тӗлӗк" повеҫсен, "Амӑш чӗри", "Кӳрӗнтерчӗҫ", "Чӑн турӑ", "Телей куҫҫулӗ", "Вырӑнлӑ парне" калавсен авторӗ.

1997 ҫулта унӑн "Кремль сакки сарлака" кӗнеки тухнӑ.

Ҫыравҫӑ 1995 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче тӑван ялӗнче вилнӗ.