уроженцы Аликовского района
Артемьев Александр Спиридонович
(14.09.1924-05.08.1998)


Артемьев Александр Спиридонович: фото

Артемьев Александр Спиридонович (14.09.1924-05.08.1998)

Чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш АССР халӑх писателӗ (1980), СССР писателӗсен союзӗн членӗ (1951), Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗ.

1924 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче хальхи Элӗк районне кӗрекен Тури Выл ялӗнче ҫуралнӑ.

Александр Спиридонович Артемьев вӑтам шкултан вӗренсе тухсанах Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине лекнӗ, малтан ахаль салтак, кайран кӗҫӗн командир пулнӑ, фашистла Германие ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче Япони самурайӗсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, темиҫе хутчен аманнӑ.

1947-1948 ҫулсенче А. Артемьев "Ялав" журналпа "Тӑван Атӑл" альманах редакцийӗсенче ӗҫленӗ, унтан литература ӗҫӗпе пурӑннӑ. Ҫав хушӑрах Мускаври А.М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Писателӗн пӗрремӗш калавӗ "Ялав" журналта 1947 ҫулта пичетленнӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл "Ан аван, шӗшкӗ" (1950), "Хӗрлӗ ҫӑлтӑр" (1952), "Юрату юррисем" (1953), "Атӑл калавӗсем" (1956), "Салампи" (1956), "Улма йывӑҫ авӑнать" (1958), "Ҫунатлӑ ҫуралнисем" (1965), "Хунавлах хӑрнисем" (1970), "Тӑвӑл умӗн" (1975), "Юлашки юрӑ" (1981), "Сӑвӑсем" (1989) тата ытти кӗнекесем кӑларнӑ.

1980 ҫулта ӑна "Чӑваш АССР халӑх писателӗ" хисеплӗ ят панӑ.

А. Артемьев 1998 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1-мӗш степеньлӗ орденӗпе, "Хисеп палли" орденӗпе, "Халӑхсен туслӑхӗн" орденӗпе чысланӑ.

Александр Артемьев // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2003. – [Т. 1] : Проза. – С. 235.