уроженцы Козловского района
Смолин Анатолий Семенович
(01.04.1957-22.05.2012)


Смолин А. С.

Смолин Анатолий Семенович (01.04.1957-22.05.2012)

Сӑвӑҫ, куҫаруҫӑ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ, Ҫеҫпӗл Мишши, Ф. Карим (1999), С.В. Эльгер (2001), М. Трубина(1997), Г. Айги (1994), В.Е. Митта ячӗллӗ премисен лауреачӗ.

1957 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Шанчас ялӗнче ҫуралнӑ.

Анатолий Семенович Смолин Кӑрмӑшри вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн икӗ ҫул ҫар хӗсметӗнче тӑнӑ. Унтан таврӑнсан Куславкка районӗнчи "Ялав" хаҫатра, районти культура пайӗнче ӗҫленӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн литература кафедринче вӑй хунӑ, унтан вун виҫӗ ҫула яхӑн – "Ҫилҫунат" журналта, юлашки тӑватӑ ҫулӗнче – тӗп редактор. Поэт пӗр вӑхӑт Чӑваш Республикин Президенчӗн аппаратӗнче ӗҫленӗ.

Анатолий Смолин публицистикӑра та, лирикӑра та, куҫару ӗҫӗнче те йӗр хӑварнӑ. Унӑн пултарулӑхне чӑваш композиторӗсем те килӗштернӗ.

Унӑн "Ҫаврӑм" (1991), "Кӗтрет кӗтесӗ" (1994), "Ҫӳретпӗр Ҫеҫпӗл ҫулӗпе" (1999) тата ытти сӑвӑ пуххисем тухнӑ.

А. Смолин 2012 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.