уроженцы Красночетайского района
Лисаев Иван Иванович
(05.11.1939)


Лисаев Иван Иванович: фото

Лисаев Иван Иванович (05.11.1939).

Писатель, публицист, СССР писателӗсен союзӗн, халӗ Раҫҫей Писателӗсен союзӗн членӗ (1977).

1939 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшенче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хирлӳкасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Ялти шкулта, Канашри педагогика училищинче, Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Шкулта, тӗрлӗ хаҫатсен редакцийӗнче ӗҫленӗ. 1975 ҫултанпа чӗрӗк ӗмӗр ытла "Ялав" журнал редакцийӗнче вӑй хунӑ.

И. Лисаевӑн малтанхи очеркӗсем 1960 ҫулта райхаҫатра пичетленнӗ. Паллӑрах кӗнекесем: "Ҫӗр чӗнет", "Ҫухалнӑ сукмак", "Вун пиллӗкре эпӗ, комбат", "Вӗҫет кайӑк кӑвакал", "Чӳречерен хурӑн шаккать", "Ирт, купӑсҫӑ, маларах", "Тупӑ сасси илтӗнмесчӗ", "Халал", "Тивӗҫ" (роман, I -1987, II- 1989).

Ӑна "Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" хисеплӗ ят панӑ (1990). Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеплӗ грамотипе наградӑланӑ (1999).