уроженцы Канашского района
Максимов Николай Николаевич
(06.01.1944)


Максимов Н. Н.

Максимов Николай Николаевич (06.01.1944)

Писатель, журналист, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1982), СССР журналисчӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1970), Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1994).

1944 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ.

Николай Николаевич Максимов ачалӑхӗ Йӗпреҫ районӗнчи Эйпеҫ ялӗнче иртнӗ. 1961 ҫулта Мордва патшалӑх университечӗн вырӑс чӗлхипе литература уйрӑмне вӗренме кӗнӗ. Унтан ӑна 1963 ҫулта Совет Ҫарне илнӗ. 1966 ҫулта салтакран таврӑнсан Йӗпреҫ районӗнчи "Ҫӗнтерӳшӗн" хаҫатра ӗҫлеме тытӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах университетра малалла вӗренсе аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл Куславккари "Ялав" хаҫат редакцийӗнче вӑй хунӑ, "Коммунизм ялавӗ" (халӗ "Хыпар") хаҫатӑн культура пайӗн пуҫлӑхӗнче, "Капкӑн" журнал, "Советская Чувашия", "Столица Ч" хаҫатсен редакцийӗсенче ӗҫленӗ. Ӑна "Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" хисеплӗ ят панӑ (1995).

Паллӑрах кӗнекисем: "Ҫил-ҫумӑр витӗр" (1982), "Ӑс паракансем" (1982), "Пӑр айӗн те шыв юхать" (1983), "Тапӑ" (1986; 1987), "Ҫӗнӗлле ӗҫлекенсем" (1987), "Пӗррехинче, XXIV ӗмӗрте" (1988); вырӑсла – "Место в жизни. Сон шизофреника" (1994).

Основные издания: "Ҫил-ҫумӑр витӗр" (И в дождь, и в ветер), "Ӑс паракансем" (Нравоучители), "Пӑр айӗн те шыв юхать" (Подледное течение), "Тапӑ" (Напряжение), "Синкер" (Беда), "Пурнӑҫри вырӑн" (Место в жизни), "Тайлӑк ҫын тӗлӗкӗ" (Сон шизофреника), "Майра патша парни" (Дар императрицы), "Шурӑ акӑш ҫулӗ" (Путь белого лебедя), "Пӗр хӗрес айӗнче" (Под одним крестом) и др.