уроженцы Батыревского района
Митта Петр Егорович
(25.01.1910-27.01.1944)


Митта Петр Егорович

Митта Петр Егорович (25.01.1910-27.01.1944).

Писатель, тӑлмач, СССР Писателӗсен членӗ (1939).

Патӑрел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче (халӗ Первомайски) 1910- мӗш ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ялти шкулта, Патӑрьелӗнчи педагогика техникумӗнче вӗреннӗ. 1929-1931 ҫулсенче "Хӗрлӗ хӗм" колхоз ертӳҫи, 1931-1932 - Патӑрьел район хаҫачӗн яваплӑ секретарӗ, 1931-1934 ҫулсенче ҫӗршывӑн чикӗ хуралӗнче тӑнӑ. Ҫартан таврӑнсан "Канаш" хаҫат редакцийӗнче вӑй хунӑ, каярахпа Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. 1941 ҫулта ӑна пӗр айӑпсӑрах репрессиленӗ. 1955 ҫулта реабилитациленӗ.

Писателӗн паллӑрах калавӗсемпе очеркӗсем шутне чи малтанах ҫаксем кӗреҫҫӗ: "Ӗне уришӗн", "Абрамов", "Кириле", "Сыхлар", Асран кайми кунсем", "Юлташ йӑмӑкӗ", "Иккӗмӗш ывӑл", "Отличник Оськин", "Пушар" тата ыттите. Митта Петӗрӗ ҫырнисем хушшинче "Ҫӗнӗ ҫӗр" романпа, "Крепков" повесть уйрӑмах хаклӑ. "Крепков" повесть тӑрӑх писатель хӑй виличчен "Пӑла тӑрӑхӗнче" ятлӑ нумай пайлӑ пьеса ҫырса хӑварнӑ, вӑл 1956 ҫулта "Тӑван Атӑл" альманахра пичетленнӗ. Иван Мучи пулӑшса пынипе Митта Петӗрӗ чӑваш литературинче сатира жанрне аталантарас тӗлӗшпе те нумай ӗҫленӗ. Унӑн фельетонӗсемпе кулӑшла калавӗсем 1930 ҫултан пуҫласа "Капкӑн" журналта тӑтӑшах пичетленсе пынӑ, вӗсен хисепӗ ҫӗртен те иртет. Митта Петӗрӗн ячӗ чӑваш литературинче Джамбул Джабаев сӑвви-юррисене чӑвашла ӑста куҫарнипе те паллӑ. Унӑн паллӑрах кӗнекесем: "Ял калаҫать" (1933), "Асран кайми кунсем" (1936), "Вӗҫевҫӗ уйӑп" (1940), "Суйласа илнисем" (1959).

1942 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тӗрмере вилнӗ.