уроженцы Ядринского района
Юшков Сергей Павлович
(12.10.1918-05.05.2006)


Юшков Сергей Павлович: фото

Юшков Сергей Павлович (12.10.1918-05.05.2006).

Писатель, педагог, педагогика наукисен кандидачӗ (1953), Чӑваш писателӗсен союзӗн членӗ (1991), Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, А. Талвир ячӗллӗ преми лауреачӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑнаканӗ.

1918 ҫулхи юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче хальхи Етӗрне районӗнчи Атликасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Сергей Павлович Юшков Палтайри вӑтам шкул хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренме кӗнӗ, кайран Педагогика наукисен академийӗ ҫумӗнчи Наци шкулӗсен наукӑпа тӗпчев институтӗнче аспирантура пӗтернӗ. Республикӑри шкулсенче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫленӗ. Чӑваш чӗлхине шкулта вӗрентес методика ыйтӑвӗсемпе ҫырнӑ кӗнекесен авторӗ.

1955 ҫултанпа С. Юшковӑн сӑввисем пичетленсе тухма пуҫланнӑ. Сӑвӑсемсӗр пуҫне калавсемпе повеҫсем те ҫырнӑ.

С. Юшковӑн "Вутлӑ ҫумӑр" (1971), "Кӗрен кӳлӗсем" (1975), "Пурнӑҫ тӳпинчен" (1992), "Ҫулӑмлӑ ҫулсем" (1992), "Вут-ҫулӑмлӑ ҫил-тӑвӑл" (2000) тата ытти кӗнекесем тухнӑ.

Ҫыравҫӑ 2006 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.