уроженцы Канашского района
Аслут (Николаев) Александр Николаевич
(22.12.1930-20.02.2014)


Аслут Александр Николаевич

Николаев (Аслут) Александр Николаевич (22.12.1930-20.02.2014)

Проза ӑсти, публицист, куҫаруҫӑ, Раҫҫей Федерацийӗн писателӗсен союзен членӗ (1995), Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1994).

1930 ҫулхи раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ешкилт ялӗнче ҫуралнӑ.

Александр Николаевич Николаев (Аслут) Чурачӑкри вӑтам шкула тата КПСС Тӗп комитечӗ ҫумӗнчи Партин аслӑ шкулне пӗтернӗ. Совет Ҫарӗнче службӑра тӑнӑ. КПСС Чурачӑк райкомӗн инструкторӗнче, "Коммунизм ялавӗ" ("Хыпар") хаҫат редакцийӗнче, Чӑваш АССРӗн Телевиденипе радио комитетӗнче, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн аппаратӗнче ӗҫленӗ.

А. Аслутӑн малтанхи сӑввисем район хаҫатӗнче тата "Ялав" журналта кун ҫути курнӑ. Вӑл нумай повеҫсемпе калавсен, очерксен авторӗ. Р. Тагиров, А. Пантыкин, В. Кривцов, Л. Толстой, В. Тендряков, И. Пиняев тата ытти ҫыравҫӑсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Чӑваш Енӗн паллӑ ҫыннисем ҫинчен публицистика статйисем ҫырнӑ.

Хайлавӗсем: "Сывлӑшри кӗпер", "Туссемпе калаҫни", "Кашнин хӑйӗн ӗмӗрӗ", "Ҫырла пиҫнӗ вӑхӑтра" тата ыттисем.

"Халӑхсен туслӑхӗ" орденпа (1988) тата медальсемпе чысланӑ.

2014 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

Александр Аслут // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 326.