уроженцы Мариинско-Посадского района
Усли (Сотнезов) Василий Михайлович
(26.03.1912-1941)


Усли (Сотнезов) Василий Михайлович: фото

Усли (Сотнезов) Василий Михайлович (26.03.1912-1941).

Чӑваш поэчӗ, тӑлмачӗ, СССР писателӗсен союзӗн членӗ (1939), Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗ.

1911 ҫулхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче хальхи Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Услӑ Пукаш ялӗнче ҫуралнӑ.

Шупашкарти тата Чӗмпӗрти педагогика техникумӗсенче вӗреннӗ. Каярах Мускавра тухса тӑракан "Коммунар" хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ. Сӑвӑсем, поэмӑсем ҫырнӑ. 1933 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Ҫар ретне илнӗ. Ҫартан таврӑнсан "Канаш" (каярах "Чӑваш коммуни") хаҫатра литература пайне ертсе пынӑ.

Унӑн сӑввисем хаҫат-журналта тӑтӑшах пичетленнӗ. "Малтанхи утӑмсем", "Сӑвӑсем", "Пурнӑҫ" кӗнекесем тухнӑ. Вӑл ҫавӑнпекех Украина поэчӗсен сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ.

1941 ҫулта Украинӑна хӳтӗлекен пӗр ҫапӑҫура хыпарсӑр ҫухалнӑ.