уроженцы Мариинско-Посадского района
Саламбек (Яковлев) Иван Яковлевич
(29.10.1906-15.12.1973)


Саламбек Иван Яковлевич: фото

Саламбек (Яковлев) Иван Яковлевич (29.10.1906-15.12.1973)

Ҫыравҫӑ, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1934).

Куславкка районӗнчи Эплес ялӗнче 1906 ҫулхи юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

Иван Саламбек (Иван Яковлевич Яковлев) Шупашкарти педтехникумра, Мускавра Национальноҫсен тӗп наука тӗпчев институчӗ ҫумӗнчи аспирантурӑра вӗреннӗ. "Ҫамрӑк хресчен" хаҫатпа "Хатӗр пул" журнал редакторӗнче ӗҫленӗ. 1935-1937 ҫулсенче Чӑваш педагогика институчӗн директор ҫумӗ пулнӑ, унтан Улатӑрти педагогика училищин директорӗнче ӗҫленӗ. Шупашкара таврӑнсан Чӑваш наука тӗпчев институчӗн ученай секретарӗ, директорӗ пулнӑ. "Чӑваш коммуни" хаҫат редакцийӗн пай заведующийӗнче ӗҫленӗ.

Писателӗн малтанхи произведенийӗ – "Иштул" роман. Унӑн хӑш-пӗр сыпӑкӗсем 1933 ҫулта "Трактор" альманахра пичетленнӗ.

Паллӑрах кӗнекисем: "Иштул" (1933), "Велиме" (драма, 1940), "Каҫӗ мӗншӗн кӗске-ши?" (1944), "Пирвайхи юрату" (роман, 1970; 1972).

И. Саламбек 1973 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.