уроженцы Моргаушского района
Изедеркина (Ильина) Нина Борисовна
(15.02.1949)


Изедеркина Нина Борисовна

Изедеркина (Ильина) Нина Борисовна (15.02.1949)

Писатель, артистка, Чӑваш Республикин писательсен пӗрлешӗвӗн членӗ (2001), А. Талвир ячӗллӗ преми лауреачӗ (2003).

1949 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Исетерккӗ ялӗнче ҫуралнӑ.

Нина Борисовна Ильина (Изедеркина) Оренбург облаҫӗнчи Орск хулинчи А.С. Пушкин ячӗллӗ драма театрӗ ҫумӗнчи Театр студине вӗренсе пӗтернӗ. 1965-1967 ҫулсенче ҫак театрта ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн 35 ҫул ытла культура учрежденийӗсенче вӑй хунӑ. Шупашкарти вырӑс драма театрӗнче (1973-1981) тата Чӑваш телевидени студийӗнче (1991-1990) гример-пастижер, Чӑваш кулӑшпа сатира театрӗнче (1990-2004) артистка пулнӑ.

"Ӳкнӗ хыҫҫӑн ҫӳлерех вӗҫетӗп" (2001), "Ман вӑрттӑн тӗнче, эс те ҫав тӗнчере" (2010) кӗнекесен авторӗ.