уроженцы Комсомольского района
Милли (Прокопьев) Алексей Прокопьевич
(24.02.1894-14.01.1942)


Милли (Прокопьев) Алексей Прокопьевич

Милли (Прокопьев) Алексей Прокопьевич (24.02.1894-14.01.1942).

Публицист, поэт, тӑлмачӑ, этнограф, фольклорист.

1894 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпернин Пӑва уесӗнчи (халӗ Комсомольски районӗ) Шурут Нурӑсра ҫуралнӑ.

А.Милли тӑван ялӗнче, унтан Хурӑнварти шкулта, 1912 ҫулта Хусанта тӗн семинарийӗнче вӗреннӗ. 1917 ҫулта "Хыпар", 1918 - 1919 ҫулсенче "Чухӑнсен сассийӗ" хаҫатсен редакцийӗсенче ӗҫленӗ. 1920 тата 1922 ҫулсенче вӑл Чӗмпӗрте литературӑсен пӗрремӗш пӗрлешӗвне - "Чӑваш ҫыракансен ушкӑнне" ертсе пынӑ. "Атӑл юрри" журнал (2 номер) кӑларнӑ. 1922 ҫулта Алексей Прокопьевич Шупашкара килнӗ, архив пуҫлӑхӗ пулнӑ. Чӑваш ҫӗршывне сӑнакансен ушкӑнне кӗнӗ. Чӑваш наци музейне тата наци библиотекине экспонатсем пухса парса пуянлатнӑ. 1923 ҫулта вӑл Пӗтӗм Союзри ялхуҫалӑх выставкинче чӑвашсен йӑла-йӗрке выставкине йӗркеленӗ, уншӑн Хисеп дипломӗ илме тивӗҫлӗ пулнӑ. 1924 ҫулхи кӗркунне Халӑх пӗлӗвӗсен тӗп музейӗнче наука сотрудникӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. СССР хӗвелтухӑҫ халӑхӗсен чӗлхисемпе культурине тӗпчекен комитет аспиранчӗ пулса тӑнӑ. 1938 ҫулта репрессиленӗ. 1956 ҫулта реабилитациленӗ.

Темиҫе сӑвӑ авторӗ, сӑвӑсем ҫырнисӗр пуҫне, вӑл куҫару енӗпе те ӗҫленӗ: А. Пушкинӑн "Цыгансем" поэмине, вырӑссен революциллӗ юррисене куҫарнӑ. Фольклор тата этнографи материалӗсене пухнӑ. 1919 ҫулта революции юррисен пуххине уйрӑм кӗнекен кӑларать.

1942 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫурҫӗр Уралти лагерте вилнӗ.