уроженцы Моргаушского района
Пайраш (Садиков) Кузьма Ильич
(14.11.1906-13.02.1974)


Пайраш Кузьма Ильич: фото

Пайраш (Садиков) Кузьма Ильич (14.11.1906-13.02.1974)

Врач-хирург, прозаик, драматург, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1938), медицина службин капитанӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ врачӗ (1964), Аслӑ Аттелӗх вӑрҫине хутшӑнаканӗ.

1906 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Муркаш районне кӗрекен Вускассинче ҫуралнӑ.

Кузьма Ильич Пайраш малтан пуҫламӑш шкулта, унтан Анат Кӗнерти сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта вӗреннӗ. 1927 ҫулта Шупашкарти парти шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1925 ҫулта ӑна "Канаш" хаҫат редакцине ӗҫлеме илнӗ, каярахпа "Ҫамрӑк хресчен" хаҫат редакцийӗн яваплӑ секретарӗ пулма уйӑрса лартнӑ. 1929 ҫулта Мускава медицина институтне вӗренме кайнӑ. Унтан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн икӗ ҫул хушши Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр больницинче врач пулса ӗҫленӗ, кайран Шупашкарти республика больницине куҫнӑ.

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи куҫса ҫӳрекен госпитале ертсе пынӑ. 1945 ҫулта 2-мӗш фронтпа Япони ҫарне аркатнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.

"Ҫамрӑк коммунист" хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ чухне фельетонсем, очерксем, калавсем тата драмӑллӑ хайлавсем ҫырнӑ. Чӑваш драма театрӗн сцени ҫинче "Чавса ҫывӑх та ҫыртма ҫук", "Юлташсем" пьесисемпе спектакльсем лартнӑ.

Нумай ҫул хушши сывлӑха сыхлас енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн ӑна "Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ врачӗ" хисеплӗ ята панӑ.

Тӗп кӑларӑмсем: "Калавсем", "Лайӑх эмел", "Лида йӑнӑшӗ", "Ҫул ҫинче", "Телейсӗр кунсем" т. ыт. те.

1974 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.