уроженцы Яльчикского района
Борлен (Тихонов) Борис Леонтьевич
(20.12.1934-13.05.2013)


Борлен Борис Леонтьевич: фото

Борлен (Тихонов) Борис Леонтьевич (20.12.1934-13.05.2013).

Чӑваш писателӗ, публицист, Раҫҫей Федерацийӗн ҫутӗҫ отличникӗ, В. Митта (1999), Ф. Карим премийӗн лауреачӗ.

1934 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Кивӗ Арланкассинче ҫуралнӑ. И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институне пӗтерсен Шупашкарти хаҫатсенче ӗҫленӗ, Елчӗк районӗнчи "Колхоз ялавӗ" хаҫатра вӑй хунӑ. "Победа" колхозра нумай тиражлӑ "Ҫӗнтерӳшӗн" хаҫат йӗркелесе янӑ. 1961 ҫултанпа - Пушкӑртастанра: чӑваш хаҫачӗн: сотрудникӗ, профтехучилище директорӗн ҫумӗ, хӑй йӗркелесе янӑ вӗрентӳпе ӗҫ кобиначӗн директорӗ, унтан "Коммунизм ялавӗ" тата "Урал сасси" хаҫатсен ятарлӑ корреспонденчӗ. 1993 ҫулта ӑна Хусанта тухса тӑракан "Сӑвар" хаҫата чӗнсе илнӗ. Пушкӑртастанра вӑл чӑваш ачисем валли педкурс, педучилищӗре чӑваш уйрӑмне йӗркелесе янӑ. Вӑл пуҫарнипех Хусанти педуниверситетра чӑваш чӗлхипе литература уйрӑмне йӗркеленӗ. Хаҫатра ӗҫленӗ вӑхӑтрах Хусанти пединститутра преподователь пулса ӗҫленӗ.

Кӗнекесен авторӗ: "Виҫӗ легенда" (1993), "Кӗсменсем тӑкаҫҫӗ кӗмӗл" (1999, "Ҫӗнӗ ӗмӗр, ҫӗнӗ ӗмӗт, ҫӗнӗ самана" (2001), "Кам вӗт мӗншӗн уйрӑлать" (2008).

СССР ҫутӗҫ Министерствин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хучӗпе чысланӑ.

2013 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13- мӗшӗнче вилнӗ.