уроженцы Батыревского района
Думилин Илья Петрович
(22.07.1911-май 1942)


Думилин Илья Петрович: фото

Думилин Илья Петрович (22.07.1911- 1942).

Чӑваш писателӗ, поэчӗ СССР писателӗсен союзӗн членӗ (1962), Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗ.

1911 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пӑва уесӗнчи (халӗ Патӑрьел районӗнчи) Тӑрӑн ялӗнче ҫуралнӑ.

Малтан хӑйсен ялӗнчи пуҫламӑш шкулта, Кивӗ Туҫари колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗнче вӗренсе тухнӑ.

1928 ҫулта вӑл "Канаш" (хальхи Коммунизм ялавӗ) хаҫат редакцийӗнче экспедици кантурӗнче ӗҫленӗ. Пӗрремӗш пилӗкҫуллӑх вӑхӑтӗнче И.Думилин инҫетри ҫурҫӗре тухса кайнӗ, унти паллӑ стройкӑсем тӑрӑх курса ҫӳренӗ. 1933 ҫулта поэт хӑй ҫуралса ӳснӗ яла таврӑннӑ, темиҫе ҫул хушши пуҫламӑш шкулта учитель пулса ӗҫленӗ. 1935-1940 ҫулсенче Патӑрьелӗнчи киномеханниксен шкулӗнче тата тулли мар шкл директорӗнче ӗҫленӗ. 1941 ҫулта поэт Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине тухса кайнӑ. Вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчен пуҫласах отделени командирӗ пулса ҫапӑҫнӑ.

И. Думилин литература ӗҫне сӑвӑсенчен тытӑннӑ. Унӑн малтанхи сӑввисем 1928 ҫулта "Сунтал" журналта пичетленнӗ: "Ҫумӑр хыҫҫӑн", Каҫхи Атӑл", "Кӗркунне", "Митта Ваҫлейне". Вӑл калавсемпе очерксем те чылай ҫырнӑ: "Самоедсен патӗнче", "Иккӗмӗш пурнӑҫ", Ӗҫ кӗвви", "Кӗрхи чечексем", "Вӗсенчен пӗри", "Мӗншӗн савӑнать Абдул". Вӑл "Тапраннӑ ҫурҫӗр" тата "Хумсем" ятлӑ поэмӑсем ҫырнӑ. 1934 ҫулта И. Думилинӑн "Хумсем" ятлӑ сӑвӑ кӗнеки тухнӑ, ҫавӑнпекех унӑн сӑввисем "Юлашки юн тумламӗччен", "Сердце, пробитое пулей" кӗнекесенче пичетленнӗ.

1942 ҫулта Сталинград патӗнче паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ.