уроженцы Чебоксарского района
Мерчен (Захаров) Михаил Захарович
(16.03.1933-07.12.2020)


Мерчен (Захаров) Михаил Захарович: фото

Мерчен (Захаров) Михаил Захарович (16.03.1933).

Чӑваш писателӗ, СССР журналисчӗсен (1981), Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ (1999).

1933 ҫулхи пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Анаткас Тӑрӑн ялӗнче ҫуралнӑ.

Тӑван колхозра ӗҫленӗ, бригадир ҫумӗ пулнӑ. Каярахпа Шупашкарти автомотоклубран вӗренсе тухнӑ, пир-авӑр комбинатӗнче ӗҫленӗ. Горький хулинче бухгалтерсен курсӗнче вӗреннӗ. Совет Ҫарӗнче пулнӑ. И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ун хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх кӗнеке палатинче, Пичетре патшалӑх вӑртӑнлӑхӗсене сыхлакан управленире редакторта ӗҫленӗ. Шупашкарти 17-мӗш вӑтам шкулта вӗрентӳпе воспитани ӗҫӗн директор ҫумӗ пулнӑ. Г. С. Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗнче литература теорийӗ вӗрентнӗ.

Кӗнекесен авторӗ: "Пӗр тумлам куҫҫуль", "Сарӑ роза", "Шурӑ парӑс", "Вӗҫсӗр ҫул", "Хумлӑ Атӑл" тата ыттите.