уроженцы Красноармейского района
Алексеев (Ӑсан Уҫӑпӗ) Осип Алексеевич
(03.02.1944-2016? или 2020?)


Алексеев Осип Алексеевич: фото

Алексеев (Ӑсан Уҫӑпӗ) Осип Алексеевич (03.02.1944-????2020)

Прозаик, Раҫҫей журналистсен союзӗн (1974) членӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Писательсен союзӗн членӗ (1999), П. Маркин ячӗллӗ премии лауреачӗ (1987), Н. Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ (1995).

1944 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Санькасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Осип Алексеевич Алексеев (Ӑсан Уҫӑпӗ) Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑрмар районӗнчи Кӗлкешри вӑтам шкулта учительте, "Октябрь ҫулӗ", "Коммунизм ялавӗ" хаҫатсенче, "Капкӑн", "Ҫилҫунат" журналсенче ӗҫленӗ.

Ачасене вӑрман пурнӑҫӗ ҫинчен, чӗр чунсемпе ӳсентӑран ҫинчен пулмасла халапсем урлӑ каласа парать. Унӑн ҫак кӗнекисем пичетленсе тухнӑ: "Чӑваш вӑрманӗ" (1996), "Ӑсан Уҫӑпӗ курни-илтни" (2000), "Ӑсан Уҫӑпӗ сунарҫӑ" (2004), "Вӑйӑран – вӑкӑр" (2009), "Нестӗр Янкас пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ" (2010).

Ӑсан Уҫӑпӗ // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2015. – [Т. 4] : Ача-пӑча валли ҫырнӑ хайлавсем. – С. 340.