уроженцы Яльчикского района
Миллин (Алгер) Александр Георгиевич
(28.12.1927-27.01.1978)


Миллин Александр Георгиевич: фото

Миллин (Алгер) Александр Георгиевич (28.12.1927-27.01.1978).

Культура ӗҫченӗ, журналист, СССР журналистсен Союзӗн членӗ (1974), Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнакан.

Елчӗк районӗнчи Патреккел ялӗнче 1927 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

Тулли мар вӑтам шкул хыҫҫӑн Тутар республикинчи Елабугӑри библиотека техникумӗнчен, каярахпа КПСС Тӗп комитечӗ ҫумӗнчи Партин аслӑ шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Тӗрлӗ ҫулсенче районти культура учрежденийесенче ӗҫленӗ. 1965-1971 ҫулсенче Елчӗк район ӗҫтӑвкомӗн культура пайне ертсе пынӑ. 1971 ҫулта ӑна районта тухса тӑракан "Колхоз ялавӗ" хаҫатӑн редакторӗ пулма ҫирӗплетнӗ.

А. Миллин литературӑн тӗрлӗ жанрӗсемпе ҫырнӑ. Хайлавсем республикӑра тухса тӑракан хаҫат-журналта кун ҫути курнӑ. Ачасем валли ҫырнӑ калавсемпе юмахсем, пьесисем ҫак кӗнекесенче тухнӑ: "Вӑлта" (1979), "Мухтанчӑк" (2014), "Пӗчӗк чӳречеллӗ пӳрт" (2015).

Ҫыравҫӑ 1978 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вилнӗ.