уроженцы Яльчикского района
Турхан Эндри (Васильев, Андрей Васильевич)
(20.08.1888-25.05.1972)


А.В. Васильев (Турхан): фото

Турхан Эндри (Васильев, Андрей Васильевич) (20.08.1888-25.05.1972).

Чӑваш поэчӗ, тӑлмачӑ.

1888 ҫулхи ҫурла уӑхӗн 20-мӗшӗнче Хусан кӗпернин Теччӗ уесӗнчи (халӗ Елчӗк, районӗ) Турханта вӑтам хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

Курнавӑшри пуҫламӑш, Елчӗкри икӗ класслӑ шкулсенчен вӗренсе тухсан 1904 ҫулта Хусанти учительсем хатӗрлекен семинарие кайса кӗнӗ. Совет саманинче вӑл Мускаври ют ҫӗршыв чӗлхисен пединститутӗнче вӗренсе аслӑ пӗлӳ илнӗ. Хӑй ӗмӗрне ытларах шкулта ӗҫлесе ирттернӗ. 1930-мӗш ҫулсенче вӑл Патӑрьелти педучилищӗре нимӗҫ чӗлхи вӗрентнӗ, 1938-1962 ҫулсенче Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва шкулӗнче учительте ӗҫленӗ.

Литература ӗҫне Хусанта пурӑннӑ ҫулсенче тытӑннӑ, куҫару ӗҫне пикеннӗ: Мольерӑн "Хытӑ" комедине (1905), Е. Боголюбовӑн "Спартак" ятлӑ историллӗ очеркӗпе (1905), вырӑс халӑх юррисене куҫарнӑ. 1917 ҫулта чӑваш халӑхӗн кӗске историне ҫырнӑ. Вӑл революци юррисене куҫарнӑ ("Интернационал", "Варшавянка" тата ыттите). Турханӑн "Тӗпсакай" пьеса пур (1920). Вӑл К. Тетмайерӗн "Хресчен ирӗклӗхӗшӗн" калавне куҫарса кӑларнӑ" (1926).

1972 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 25- мӗшӗнче Патӑрьелте вилнӗ.