уроженцы Аликовского района
Харлампьев (Пилеш) Герасим Дмитриевич
(10.03.1913-14.11.1994)


Харлампьев (Пилеш) Герасим Дмитриевич

Харлампьев (Пилеш) Герасим Дмитриевич (10.03.1913-14.11.1994)

Художник, писатель, СССР художникӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1940), СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1962), Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1991), Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнаканӗ.

1913 ҫулхи пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Мӑн Тукаш ялӗнче ҫуралнӑ.

Герасим Дмитриевич Харлампьев (Пилеш) Хутарти вӑтам шкулта, Нурӑсри техника профессийӗсен шкулӗнче, Чул Хулари педагогика рабфакӗнче, Мускаври художество техникумӗнче вӗреннӗ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Упи шкулӗнче столяр, ӗҫ учителӗ, Чул Хулари "Металлист" заводра тимӗрҫӗ, Чӑваш кӗнеке издательствинче художник, Чӑваш патшалӑх художество галерейинче директор пулса ӗҫленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Ҫичӗ медаль, Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин II степеньлӗ орденне илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Вӑрҫӑран таврӑнсан литература ӗҫӗпе пурӑннӑ, ӳкерчӗксем тунӑ.

Паллӑрах кӗнекисем: "Илемлӗ ир", "Юрату вилӗмсӗр", "Йӑлтӑр ҫӑлкуҫ", "Тӑрнасен ташши", "Пӗчӗк ҫеҫ юмахсем", "Иртнӗ ҫулсенче", "Ытарайми ҫӗршывра", "Ҫурхи кӗвӗсем", "Палюк мучи кӗнеки", "Чуну таса пулсан", "Вӑрман юрри", "Пӑшӑлтисем" т. ыт. те.

Ҫыравҫӑ 1994 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

Герасим Харлампьев (Пилеш) // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2015. – [Т. 4] : Ача-пӑча валли ҫырнӑ хайлавсем. – С. 120.