уроженцы города Чебоксары
Волгин (Андреев) Василий Васильевич
(24.03.1937-23.08.1954)


Волгин В. В.

Волгин (Андреев) Василий Васильевич (24.03.1937-23.08.1954)

Сӑвӑҫ.

1937 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта В. А. Андреев журналист-сӑвӑҫ ҫемйинче ҫуралнӑ.

Ашшӗ Йӗпреҫ районне ӗҫлеме куҫса кайсан В. Андреевӑн (Волгинӑн) ача чухнехи кунӗсем ҫав районти Хурамал ялӗнче иртнӗ. 1945 ҫулта Андреевсем Йӗпреҫе пурӑнма куҫнӑ. Ҫак ҫулсенчех вӑл сӑвӑсем ҫырас йӗркене те ӑнланакан пулать, "Ҫамрӑк вӑй" журнал кӑларма тытӑнать. 1953 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫамрӑк писательсен республикӑри виҫҫӗмӗш канашлавӗнче пулать. Вӑтам шкула медальпе пӗтерсе Хусанти университета вӗренме кӗме ӗмӗтленет. Анчах 1954 ҫулхи ҫуркунне, вӑтам шкултан вӗренсе тухасси виҫӗ уйӑх юлсан, Василий Волгин чирлесе ӳкет, ҫав ҫулах ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче унӑн чӗри тапма чарӑнать.

1956 ҫулта унӑн "Ҫамрӑк ӗмӗт" кӗнеки пичетленсе тухнӑ.