уроженцы Чебоксарского района
Соколова Асклиада Андреевна
(26.08.1930)


Соколова Асклиада Андреевна

Куҫаруҫӑ, СССР пи сателӗсен Союзӗн членӗ (1987)

Чӑваш Республикин Шупашкар районӗнчи Ольтикасси ялӗнче ҫуралнӑ (халӗ Ҫӗнӗ Шупашкар хулин йышӗнче)

А. Соколова Толик Хураски вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухсан Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ, историпе филологи факультетне пӗтернӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ шкулӗнче ачасене вырӑс тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. "Молодой коммунист" хаҫатра куҫаруҫӑ пулса ӗҫленӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче редактор, аслӑ редактор, ача-пӑча тата илемлӗ литература редакцийӗсен заведующийӗ пулнӑ.

Литература ӗҫне 1956 ҫ. пуҫланӑ. Вырӑс тата ют ҫӗршыв писателӗсен кӗнекисене чӑвашла куҫарнӑ. Унӑн куҫарӑвӗпе пичетленсе тухнӑ кӗнекесем: "Неотосланные письма" (Ярса паман ҫырусем, 1956) А.Н. Кутуя, "Остров белых птиц" (Шурӑ кайӑк утравӗ, 1962) Г.А. Скребицкого, "Дикая собака Динго, или Повесть о первой любви" (Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен, 1969) Р.И. Фраермана, "Приключения Гекльберри Финна" (Гекльберри Финн тем те пӗр курса ҫӳрени, 1985) М. Твена и др.

Литература анинче ӑнӑҫлӑ ӗҫсем тунишӗн ӑна Чӑваш АССР Аслӑ Канаш Президиумӗн тата СССР Госкомиздатӑн Хисеп хучӗсемпе чысланӑ.