уроженцы Цивильского района
Васан (Васильев) Анатолий Васильевич
(04.05.1934-17.10.1996)


Васан Анатолий Васильевич: фото

Васильев (Васан) Анатолий Васильевич (04.05.1934-17.10.1996)

Сӑвӑҫ, критик, литература тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1988), доцент (1990), Раҫҫей Федерацийӗн Писательсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1994).

1934 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗнче ҫуралнӑ.

Анатолий Васильевич Васильев (Васан) Чурачӑкри вӑтам шкулта, Канашри педагогика училищинче, В.И. Ульянов-Ленин ячӗллӗ Хусанти патшалӑх университетӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ ҫумӗнчи аспирантурӑра вӗреннӗ. Районти культура керменӗн директорӗ, Канашри район хаҫачӗн сотрудникӗ, Ҫӗрпӳ районӗнчи шкулсенче чӑваш чӗлхи учителӗ, Наукӑпа тӗпчев институчӗн ӑслӑлӑх сотрудникӗ, Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ пулса ӗҫленӗ.

Республикӑра тухса тӑракан хаҫатсемпе журналсенче 1950-мӗш ҫулсенче пичетленме пуҫланӑ. Ача-пӑчана халалланӑ сӑввисем шкул учебникӗсене кӗнӗ.

А. Васан 1996 ҫулта юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.