уроженцы Батыревского района
Сакмаров (Матви Сакмар) Матвей Алексеевич
(12.07.1913-??.02.2005)


Сакмаров (Матви Сакмар) Матвей Алексеевич

Сакмаров Матвей Алексеевич (Матви Сакмар) (12.07.1913-??.02.2005)

Писатель, журналист, Аслӑ Аттелӗх вӑрҫине хутшӑнаканӗ.

1913 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьел ялӗнче ҫуралнӑ.

Матвей Алексеевич Сакмаров вӑтам шкулта, Канашри педагогика техникумӗ ҫумӗнчи учительсем хатӗрлекен курсра, Мускаври юристсен шкулӗнче, Хусанти патшалӑх университетӗнче пӗлӳ пухнӑ. Чылай ҫул хушши учительте ӗҫленӗ.

М. Сакмаров проза ӑсти пулнӑ. Кунсӑ пуҫне сӑвӑсем те ҫырнӑ, вӑл ǎста куҫаруҫӑ та. А. Гайдарӑн "Тимурпа унǎн команди" повеҫне, В. Маяковскин "Мӗн иккен вǎл лайǎххи тата мӗн вǎл япǎххи?" сӑввине тата ыт. те куҫарнӑ.

Ачасем валли "Пирӗн йӗтӗн" (1957), "Автанпа турткӑш" (1982), "Мӑрмӑр кушак" (1996) кӗнекисем пичетленнӗ.

2005 ҫулхи февраль уйӑхӗнче чӗри тапма чарӑннӑ.

"Хӗрлӗ ҫǎлтǎр", Аслǎ Аттелӗх вǎрҫин 1-мӗш степенлӗ орденӗсемпе, Жуков медалӗпе тата 12 медальпе наградǎланǎ.