уроженцы Аликовского района
Ястран (Григорьев) Максим Григорьевич
(26.08.1916-11.09.1942)


Ястран Максим Григорьевич: фото

Ястран (Григорьев) Максим Григорьевич (26.08.1916-11.09.1942).

Поэт, журналист, СССР писателӗсен союзӗн членӗ (1962).

1916 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче хальхи Вӑрнар районӗнчи Вӑрманкас Юнтапара ҫуралнӑ.

Максим Григорьевич Григорьев (Ястран) Ассакассинчи колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1932-1935 ҫулсенче Шупашкарти медицина рабфакӗнче вӗреннӗ. 1936-1939 ҫулсенче поэт "Пионер сассипе" "Ҫамрӑк большевик" хаҫатсен тата "Хатӗр пул" журнал редакцийӗсенче, 1940-1941 ҫулсенче республикӑри Халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче ӗҫленӗ. Мускаври А.М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче кӗретсӗр майпа вӗреннӗ.

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫлансан М. Ястран "Чӑваш коммуни" хаҫат редакцийӗн районсене тухса ҫӳрекен корреспонденчӗ пулнӑ. 1942 ҫул пуҫламашӗнче фронта кайнӑ.

Поэт ҫырнисене халиччен виҫӗ кӗнеке хатӗрлесе кӑларнӑ: "Хӗрлӗ ҫӑлтӑр" (1940), "Ҫӗнтерӳ ялавӗ" (1941), "Лирика" (1964).

М. Ястран 1942 ҫулта Сталинград патӗнче паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ.