уроженцы Урмарского района
Волкова Мария Андреевна
(07.11.1934-31.10.1976)


Волкова Мария Андреевна

Волкова Мария Андреевна (07.11.1933-31.10.1976)

Сӑвӑҫ, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1973).

1933 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Карӑкҫырми ялӗнче юрист ҫемйинче ҫуралнӑ.

М. Волкова Пысӑк Енккассинчи вӑтам шкул хыҫҫӑн Шупашкарти педагогика институтӗнче вӗреннӗ. 1960-1964 ҫулсенче Атӑл леш енчи санатори шкулӗнче, ун хыҫҫӑн Кӳкеҫри шкул-интернатра вӑй хунӑ. 1966 ҫултанпа сывлӑхӗ хавшанипе литература ӗҫӗпе кӑна пурӑннӑ.

М. Волковӑн малтанхи сӑвви 1952 ҫулта "Чӑваш коммуни" хаҫатра пичетленсе тухнӑ.

Унӑн паллӑрах кӗнекисем: "Шанчӑк" (1958), "Ан сивӗн, савни" (1969), "Юхӑм" (1970), "Сан валли" (1972), "Карӑкҫырми сачӗсем" (1975), "Сӑвӑсем" (1983).

1976 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.