уроженцы Красноармейского района
Вирьял (Петров) Юрий Петрович
(18.08.1936-16.09.1993)


Вирьял (Петров) Юрий Петрович: фото

Вирьял (Петров) Юрий Петрович (18.08.1936-16.09.1993)

Поэт, куҫаруҫӑ, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1967), Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1993), А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ преми лауреачӗ.

1936 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Красноармейски районӗнчи Еншик Чуллӑра учитель кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

Ю. Вирьял малтан хӑйсен ялӗнчи тулли мар вӑтам шкултан, унтан Красноармейскинчи вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. 1955-1961 ҫулсенче Шупашкарта И.Я.Яковлев ячӗллӗ педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн А.М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнчен куҫӑмсӑр майпа вӗренсе тухнӑ.

1961-1962 ҫулсенче Красноармейски районӗнчи "Коммунизм ҫулӗпе" хаҫат редакцийӗнче, унтан республикӑри А.М. Горький ячӗллӗ тӗп библиотекӑра ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн виҫӗ ҫул Чӑваш кӗнеке издательствинче илемлӗ литература кӗнекисене редакциленӗ, 1966 ҫултан пуҫласа "Пионер сасси" хаҫат редакцийӗнче вӑй хунӑ, унтан культура министерствине куҫнӑ.

Ю. Вирьялӑн пӗрремӗш хайлавӗ 1949 ҫулта "Ялав" журналта пичетленнӗ. Унтанпа республикӑри хаҫат-журналра тата уйрӑм сбрниксенче тӑтӑшах пичетленнӗ. Вӑл ача-пӑча валли те ҫырнӑ, тӗрлӗ халӑх поэзине чӑвашла куҫарнӑ. Чӑваш композиторӗсем унӑн виҫ ҫӗре яхӑн сӑввине юрра хывнӑ.

Паллӑрах кӗнекисем: "Ҫӑмӑл ҫунатсем" (1959), "Сенкерленчӗ шуҫӑм" (1962, 1991), "Ҫулҫӑ ҫумӑрӗ" (1964), "Тупа" (1975), "Шӑпчӑк юрриллӗ кӗтес" (1980), "Туслӑх асамачӗ" (1985), "Ырми-канми ҫӑл куҫӗ" (1986).

Вӑл 1993 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.