уроженцы Ядринского района
Дмитриев Аристарх Иванович
(03.01.1940-22.07.2019)


Дмитриев Аристарх Иванович: фото

Дмитриев Аристарх Иванович (03.01.1940-22.07.2019).

Чӑваш писателӗ, СССР писателӗсен Союзӗн членӗ (1982), Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1987), Ҫеҫпӗл Мишши тата К. С. Турхан ячӗллӗ премисен, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ.

1940 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшенче Етӗрне районӗнчи Улӑх Шӑмат ялӗнче ҫуралнӑ.

Ҫӗрпӳри ватам шкултан, Мускаври А. М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. "Ҫамрӑк коммунист", Советская Чувашия" хаҫатсенче, "Ялав" журналта, Чӑваш кӗнеке издательствинче яваплӑ вырӑнсенче ӗҫленӗ.

А. Дмитриевӑн пӗрремӗш сӑвви "Ҫамрӑк коммунист" хаҫатра 1956 ҫулта пичетленнӗ, "Савнисем" поэми 1961 ҫулта "Ялав" журналта кун ҫути курнӑ. Сӑвӑ ярӑмӗсем хаҫат-журналта, "Ҫеҫпӗл ҫеҫкисем" кӗнекесенче нумай тухнӑ. Поэт Ҫеҫпӗл Мишшин, Ухсай Яккӑвӗн, Ю. Сементерӗн, Н. Исмуковӑн, Хв. Уярӑн, К. Турханӑн тата ыттисен произведенийӗсене, чӑваш халӑхӗн "Улӑп" эпосне вырӑсла куҫарнӑ. Ача-пӑча валли икӗ чӗлхепе пичетленекен кӗнекесем кӑларма активлӑ хутшӑнать.

Ҫыравҫӑ 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ.