уроженцы Цивильского района
Шевлеби (Ильина-Юхма) Роза Ивановна
(23.12.1935-11.08.2021)


Шевлеби Роза Ивановна: фото

Шевлепи (Ильина-Юхма) Роза Ивановна (23.12.1935-11.08.2021)

Сӑвӑҫ, прозаик, публицист, Чӑваш писателӗсен союзӗн членӗ, А. Талвир (1994) тата Эмине (1996) премийӗсен лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1995).

1935 ҫулхи раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫатра ялӗнче ҫуралнӑ.

Р. Шевлеби вӑтам шкултан вӗренсе тухсан И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренме кӗнӗ. Кунтан вӗренсе тухсан Шупашкар хулинчи шкулсенче вырӑс чӗлхипе литератури, истори учителӗ пулса ӗҫленӗ. Кайран Раҫҫей Литература фончӗн чӑваш уйрӑмӗн председателӗ, чӑваш ҫыравҫисен Союзӗн правленийӗн председателӗн заместителӗ, ҫавӑн пекех пӗтӗм Чӑваш обществӑпа культура центрӗнчи ҫамрӑк ҫыравҫӑсен пултарулӑх шкулӗн етрӳҫи пулнӑ.

Ҫырас туртӑмӗ ачаранах палӑрнӑ, сӑвӑсем, калавсем ҫырнӑ. Малтанхи хайлавӗсем "Хушкапуҫ", "Хурав", "Тунсӑх", "Ҫӑкӑр чӗлли", "Марук кушак нянькӑра", "Кӑвакарчӑн", "Икӗ асанне" 1993 ҫулта "Вучах" хаҫатра тата "Пике" журналта пичетленнӗ. Унӑн хайлалӑхӗсене нимӗҫ, тутар, азербайджан тата ытти чӗлхесем ҫине куҫарнӑ. Сӑввисемпе нумай юрӑ хывнӑ. Вӑл вунӑ ытла кӗнеке авторӗ.

Унӑн паллӑрах кӗнекисем: "Ачалӑх пахчи" (1993), "Йытӑ куҫҫулӗ" (1996), "Пурнӑҫ сукмакӗ" (1998), "Азбука – ӑслӑлӑх кӗнеки" (2000), "Шӑши тус парни" (2006) тата ыттисем.

Чӑваш литературине аталантарассишӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн Роза Ивановна "Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ", "Чӑваш наци культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ. Вӑл Алексей Талвир ячӗллӗ премин лауреачӗ тата пӗтӗм чӑваш хӗрарӑмӗсен Эмине ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ.