уроженцы Моргаушского района
Петтоки (Петухов) Андрей Трофимович
(07.10.1905-18.04.1942)


Петтоки (Петухов) Андрей Трофимович

Петтоки (Петухов) Андрей Трофимович (07.10.1905-18.04.1942)

Чӑваш поэчӗ, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1934), Аслӑ Аттелӗх вӑрҫине хутшӑнаканӗ.

1905 ҫулхи юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Муркаш районне кӗрекен Ахмане ялӗнче ҫуралнӑ.

Андрей Петтоки 1917 ҫулта ялти шкултан вӗренсе тухнӑ, 1922 ҫулччен ялта хресчен ӗҫӗпе пурӑннӑ. 1922-1924 ҫулсенче Хусанти парти шкулӗнче вӗреннӗ. 1924-1926 ҫулсенче Тутар республикинчи Игоркин вулӑсӗнче комсомолӑн вулӑсри комитечӗн секретарӗ пулса ӗҫленӗ. 1927-1929 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑнӑ, унта рота политрукӗ пулнӑ. Ҫартан таврӑнсан, хӑйӗн тӑван ялӗнче колхоз йӗркеленӗ, правлени председателӗ, ферма заведующийӗ пулнӑ, районти колхозсоюзра ӗҫленӗ. 1932-1935 ҫулсенче Шупашкарта пурӑннӑ. 1934 ҫулта ӑна СССР ҫыравҫисен Союзӗн членне илнӗ, ҫулталӑк хушши Чӑваш ҫыравҫисен Союзӗн правленине ертсе пынӑ, ҫав вӑхӑтрах "Сунтал" журнала редакциленӗ. 1935-1937 ҫулсенче Мускаври кинематографи институтӗнче вӗреннӗ. 1937 ҫулта сӑвӑҫ Куйбышев хулине куҫса кайнӑ, унта педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн пӗр хушӑ краеведени музейӗнче ӗҫленӗ, литературӑпа истори ыйтӑвӗсем тӑрӑх халӑх хушшинче лекцисем вуланӑ.

Литература ӗҫне XX ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулӗсенче тытӑннӑ. "Ҫирӗм иккӗ" поэма совет ҫыннисем граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче хӑйсен Тӑван ҫӗршывне паттӑррӑн хӳтӗлени ҫинчен каласа кӑтартать. К.В. Ивановӑн "Нарспи" поэмине вырӑсла куҫарса кӑларнӑ, А. Серафимовичӑн "Хурҫӑ юхӑм" романӑн уйрӑм сыпӑкӗсене чӑвашла куҫарнӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин малтанхи кунӗсенчех фронта тухса кайнӑ. 1942 ҫулхи ҫуркунне Витебск хули патӗнчи ҫапӑҫура паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ. Унӑн ӳтне Смоленск облаҫӗнчи Селище ялӗ патӗнчи масар ҫине пытарнӑ.

Тӗп кӑларӑмсем: "Ҫирӗм иккӗ", "Вунӑ ҫул", "Сӑвӑсемпе поэмӑсем".