уроженцы Козловского района
Николаева Юлия Федоровна
(03.10.1926-10.10.2017)


Николаева Юлия Федоровна

Николаева Юлия Федоровна (03.10.1926)

Прозаик, Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ (1994), вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗ.

1926 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Муркар ялӗнче ҫуралнӑ.

Юлия Федоровна Николаева ялти тӑватӑ класлӑ, унтан Тӗрлемесри вӑтам шкулсенче вӗреннӗ. 1941-1945 ҫулсенчи вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче колхозра ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман хуҫалӑх техникумӗнче вӗреннӗ, Йошкар-Олари вӑрман хуҫалӑх институтӗнче пӗлӗвне ӳстернӗ. Нумай ҫул хушши Вӑрнарти вӑрман хуҫалахӗнче инженер, лесничи пулӑшаканӗ тата Нурӑс вӑрман хуҫалӑхӗн лесничийӗнче ӗҫленӗ. 1962 ҫултан пуҫласа Чулхула – Хусан чугун ҫула хӳтӗлекен, Тӗрлемесри вӑрман лаптӑкӗн мастерӗ, кӑшт каярах унӑн ертӳҫи пулнӑ.

Литература ӗҫне ҫамрӑклах юратнӑ. 1982 ҫултанпа, пенсие тухсан, пурнӑҫне йӑлтах литературӑпа ҫыхӑнтарнӑ. "Тӑван Атӑл", "Ялав", "Ҫил ҫунат" журналсенче час-часах пичетленет. "Юратакан чӗре" (2001) тата "Юрату хӑвачӗ" (2002) повеҫсемпе калавсен пуххисене кӑларнӑ.